"Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем"

"Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем"

   Апрелӗн 29-мӗшӗнче 2023 ҫулта Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсене халалланӑ класс сехечӗ иртнӗ. Асӑннӑ мероприятие вӗренекенсем Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем ҫине хисеплӗн пӑхассине йӗркелес тӗллевпе ирттернӗ. Урок пынӑ май вӗренекенсем пирӗн республикӑри Патшалӑх символӗсене тӑвассин историйӗпе паллашрӗҫ, патшалӑх символӗсем ҫинчен калакан пӗлӗве анлӑлатрӗҫ тата ҫирӗплетрӗҫ, Чӑваш Республикин гимне пурнӑҫларӗҫ.

Чӑваш чӗлхипе литературин эрне хупӑннине халалланӑ чаплӑ линейка иртрӗ. Чӑваш чӗлхипе литературин учителӗсем предмет эрне хушшинче активлӑрах кӑтартнӑ ҫынсене наградӑларӗҫ. Наградӑлнисене пурне те саламлатпӑр тата вӗренӳре малашнехи ҫитӗнӳсем сунатпӑр!